Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медальсене, грамотăсене тивĕçнĕ

15 апреля 2016 г.

Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çемьесенчен пĕри - пĕр мăшăр Михаил Герасимовичпа Любовь Михайловна Герасимовсем. Ачисем, хĕрпе ывăл, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ. Вадим «Водоканал» тулли мар яваплă пĕрлĕхре хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче, Ирина Канаш хулинче суту-илÿ представителĕнче ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех ырă ята тивĕçнĕ. 

Ветерансем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, апла пулин те ахаль лармаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Ачисене, мăнукĕ- сене тата кĕçĕн мăнукĕсене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Михаил Герасимович 1962 çулта Çĕнĕ Мамири сакăр класлă шкултан вĕренсе тухнă та Караганда облаçĕнчи Темиртау хулинчи профессипе техника училищине кайса кĕнĕ. 1964 çулта плотник специальноçне алла илнĕскер çак хуларах ĕçлеме пуçланă.
Салтак вăхăчĕ çитсен çара кайнă, виçĕ çул Монголи республикинче службăра тăнă. 
Хĕсметрен таврăнсан Шăхасанти «Ял хуçалăх техники» предприятине ĕçе вырнаçнă. Канашри шалти ĕçсен пайĕ ыйтнипе Михаил Герасимова кунта водителе куçарнă. Хулари каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. 
1976 çулта Михаил Герасимович СССР Шалти ĕçсен министерствин Саратоври милици шкулне вĕренме кĕнĕ. Тепĕр виçĕ çултан автомобиль транспорчĕн техникне районти шалти ĕçсен пайне аслă автоинспектора лартнă. Çавăн пекех вăл хулапа районта участковăй та пулса ĕçленĕ.
1992 çулта М.Герасимова паспортпа виза службин начальникне çирĕплетнĕ. Отставкăна майор званипе 1994 çулта тухнă.
Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ тапхăрта Михаил Герасимовича «Служба тивĕçĕсене чыслă пурнăçланăшăн» медалĕн виçĕ степенĕпе наградăланă. Унсăр пуçне тав хучĕсене, хисеп грамотисене нумай хутчен тивĕçнĕ. 
Эпир хамăрăн ветеранпа мăнаçланатпăр. Ăна çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿпе ăнлану, телей сунатпăр.


Анатолий ЛЕВЫЙ,
районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ, полици подполковникĕ.

Источник: "Канаш"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  Чат «Город над Волгой»  Форум «НА-СВЯЗИ.ru»  Погода по г. Канаш и Канашскому р-ну

Информационное сопровождение сайта: Отдел кадров ОВД по Канашскому району
Техническая поддержка:
Инженер - электроник ОВД по Канашскому району  
Чувашская Республика, Канашский район, с. Шихазаны, ул. Ленина, д. 31

 

Сайты администраций и ГРОВД
Администрации сельских поселений Канашского района
Ветвь МВД Чувашской Республики
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика