Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафсене тÿлеме ан манăр

19 февраля 2016 г.

Штрафсене тÿлеме ан манăр

Автомашинăпа çула тухсан çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пырсан та штраф "çаклатса" илесси пулатех. Питĕ васканă чухне хăвăртлăха палăртнинчен ытларах ÿстеретĕн е тимлĕхе çухатнипе çул хĕррине вырнаçтарнă ятарлă палла асăрхамасăр иртетĕн... ГИБДД инспекторĕсем тата «çивĕч куçлă» камерăсем çакăн пек йĕркене пăсакан водительсене ахаль хăвармаççĕ, вĕсен тĕлĕшпе адмпротокол çыраççĕ, камера çине çакланнисем патне хыçалтанах çыру çитет. 

Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсмасан штраф виçи пысăках мар. Анчах та час-часах камерăсен витĕмне лексен тата ГИБДД инспекторĕсем йĕркене пăхăнманшăн чарсах тăрсан штраф сумми ÿссе, хушăнсах пырĕ. Вĕсене вăхăтра тÿлемесен паллах. Тем сăлтава пула штрафсене çийĕнчех тÿлеме васкамаççĕ водительсем. Çакăншăн та явап тыттарма пултарассине пĕ-леççĕ-и-ха вĕсем; 
Штрафсене тÿлесе татассине вăраха тăсса пыракан водительсене тупса палăртас тĕллевпе ГИБДД испекторĕсем тăтăшах "Парăмçă" рейд йĕркелесе ирттереççĕ. Çак ĕçе суд приставĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем автомашинăсене чарса парăмçăсене пĕрлехи база урлă çийĕнчех тупса палăртаççĕ. Пуçтарăннă штрафсене вара вырăнтах е çывăхри терминалта тÿлеме сĕнеççĕ. Суд приставĕсем çавăн пекех алиментсене вăхăтра тÿлесе пынине тата автомашина арестра пулнипе-пулманнине те пăхаççĕ. Кун пеккисем тупăнсан саккун ыйтакан ятарлă çирĕп йĕркесене пурнăçлаççĕ. 
Черетлĕ "Парăмçă" рейд нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шăхасан сали çывăхĕнче, ГИБДД посчĕ патĕнче, иртрĕ. Унта хутшăннă ГИБДД инспекторĕсем тата суд приставĕсем тĕллевлĕ мероприятие ирхине çичĕ сехетре пуçларĕç. Çав вăхăтра автомашина юхăмĕ пысăк, чылай водителе ятарлă база урлă тĕрĕслесе пăхма пулать. Рейд пĕтĕмлетĕвĕ çапларах: ГИБДД енĕпе пысăк парăма кĕнĕ тăватă водителе, суд приставĕсем çичĕ водителе тупса палăртнă. 
Çакăн пек лару-тăрăва лекес мар тесен штрафсене вăхăтра тÿлеме ан манăр. Ку енĕпе хăвăра кирлĕ информацие Интернет урлă çăмăллăнах тупма пулать. Патшалăх автоинспекцийĕн сайчĕ çине кĕмелле те автотранспортăн регистраци е свидетельство номерĕсене кăтартмалла. Штрафсем пуррипе çуккине тÿрех курма пулать. Хăвăр ыйтнипе сире ГИБДД уйрăмĕнче те штрафсен списокĕпе паллаштарĕç.

С.ШАМБУЛИН,
ГИБДД инспекторĕ.

Источник: "Канаш"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  Чат «Город над Волгой»  Форум «НА-СВЯЗИ.ru»  Погода по г. Канаш и Канашскому р-ну

Информационное сопровождение сайта: Отдел кадров ОВД по Канашскому району
Техническая поддержка:
Инженер - электроник ОВД по Канашскому району  
Чувашская Республика, Канашский район, с. Шихазаны, ул. Ленина, д. 31

 

Сайты администраций и ГРОВД
Администрации сельских поселений Канашского района
Ветвь МВД Чувашской Республики
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика