Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăма пакун та илемлетет

04 марта 2016 г.

Хĕрарăма пакун та илемлетет

Ĕлĕкрех хĕрарăма кил ăшшин управçи вырăнне кăна хунă. Паян вара хĕрарăмсемпе пикесем арçынпа тан ĕçлеме, ертсе пыма пултараççĕ. Заводра, фабрикăра, ытти предприятире хĕрарăмсем этемлĕхĕн вăйлă çурринчен пĕрре те кая мар вăй хураççĕ. Полицейски профессийĕ те тахçанах арçынсем валли кăна пулма пăрахнă, анчах та вăл çав-çавах хăюллисен, йывăрлăхран хăраманнисен ĕçĕ. Пирĕн вăхăтра полици органĕсенче хĕрарăмсем сахаллăн ĕçлемеççĕ. Илемлĕ те уçă кăмăллă пикесене курсан вĕсем полицире ĕçленине ĕненме те йывăр. Çапах та çав хитрелĕхре кăмăл çирĕплĕхĕ, пысăк ăс-хакăл пытаннă.
Полицин участокри уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Любовь Ивановна Антонова полици подполковникĕ Шалти ĕçсен органĕсенче 23 çул службăра тăрать. Вăл Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1988 çулта ялти сакăр класлă шкула «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1992 çулта учитель дипломне алла илнĕ çамрăк специалист хулари 5-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Тепĕр çултан вара Канаш районĕн шалти ĕçсен пайне кайса кĕнĕ.
Йĕркелĕх хуралĕнчи ĕç-хĕлне Любовь Ивановна çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор должноçĕнчен пуçланă. Çамрăк пулни тата ачасемпе ĕçлеме пĕлни ăна пысăк усă кÿнĕ: йĕркене пăсса милици аллине лекнĕ ачасемпе пĕр чĕлхе тупма вĕсене тепре йăнăш тăвасран тÿрленме пулăшнă. Çакăншăн ăна çамрăксем тав тунисем те пулнă. Çулталăк çурăран Л.Антоновăна шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен ушкăнăн аслă инспекторне лартнă. 2013 çултан пуçласа паян кунччен вара вăл _ участковăйсен тата çул çитменнисен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Ĕçленĕ хушăрах Любовь Ивановна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вара ăсталăхне тата та ÿстерес тесе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче вĕренет.
Любовь Ивановна ыттисенчен уçă чунĕпе, ырă кăмăлĕпе, хăй майлă çавăракан илĕртÿлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Унпа нумай çул пĕрле ĕçлекенсем те çак енсенех палăртаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ унăн ĕçтешĕсем хушшинче кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшма хатĕр юлташ нумай.
Анчах та служба вăл службах, кашни сотрудникăн хăйĕн вырăнĕ. Унта вăл профессиллĕ ăсталăхне кăтартма пултарать. Любовь Антонован вара ку тĕлĕшпе опыт калама çук пысăк. Çирĕм çул çул ытла йĕркелĕх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе нумай наградăна тивĕçнĕ.
Çын ĕçпе «чирлесен» чылай чухне унăн тăвансем тата юлташсем валли вăхăт та юлмасть. Любовь Ивановна вара пурне те ĕлкĕрет: çывăх çыннисем валли те вăхăт тупать, ывăлĕ Николай тахçанах ÿссе çитĕннĕ, çара кайса килнĕ, халĕ вара пĕчĕк хĕр пĕрчийĕ Анечка куллен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.
Халăхра «полици ĕçĕ _ ар-çын ĕçĕ» текен шухăш çирĕпленнĕ. Нормăламан ĕç кунĕнчен, дежурствăсенчен, командировкăсемпе ытти йывăрлăхсенчен хăраман хĕрарăмсем ку шухăшпа пач килĕшмеççĕ. Арçын пек тÿсĕмлĕ, çирĕп, ăслă хĕрарăмсем пысăк юратăва, хисепе тивĕç.
Май пуррипе усă курса мĕн пур пикесемпе хĕрарăмсене çурхи илемлĕ уявпа _ Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Телей, савăнăç, тÿсĕмлĕх сунатăп. Чи кирли вара яланах хĕрарăм пулса юлăр.

Анатолий ЛЕВЫЙ,
районти шалти 
ĕçсен пайĕн ертÿçи.

Источник: "Канаш"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  Чат «Город над Волгой»  Форум «НА-СВЯЗИ.ru»  Погода по г. Канаш и Канашскому р-ну

Информационное сопровождение сайта: Отдел кадров ОВД по Канашскому району
Техническая поддержка:
Инженер - электроник ОВД по Канашскому району  
Чувашская Республика, Канашский район, с. Шихазаны, ул. Ленина, д. 31

 

Сайты администраций и ГРОВД
Администрации сельских поселений Канашского района
Ветвь МВД Чувашской Республики
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика